Куккук - кăвакарчăнтан пĕчĕкрех кайăк.
Куккуксен йышне кĕрет. Çăмартисене пирĕн тăрăхра 9-тан ытлашши тумасть. Кашни çăмартине 2-3 кунтан хурт-кăпшанкăпа тăранса пурăнакан кайăксен йăвине хурать. Çăмартине тăвиччен кирлĕ кайăк йăвине шырса тупать, унтан çывăхра вăрттăн пытанса йăвара ларакан кайăк апатланма тухасса чăтăмсăррăн кĕтет. Йăва пушансанах хăвăрт кăна (10-12 çеккунтра) çăмартине туса хăварать. Куккук чĕппи тухсанах ют çăмартасене, чĕпсене йăваран кăларса пăрахать. Пĕччен çеç юлать. Куккук çăмартине пур кайăк та йышăнмасть: вĕлтрен кайăкĕ куккук çăмартине йăваран кăларса пăрахать, вут хӳре ют çăмарта пуррине курсанах вăл йăвана урăх лармасть, шĕпшĕлсем, пысăк кăсăясем, пăрчăкансем, чакаксем, ула кураксем çывăхра куккук пуррине курсанах ăна хăваласа яма пуçлаççĕ. Куккук ытти кайăксене сăтăр тăвать пулсан та, питĕ усăллă кайăк: вăл тĕрлĕ хурт-кăпшанкăсене пуринчен те ытларах пĕтерет. Пирĕн тăрăха çу уйăхĕнче вĕçсе килет.
This article uses material from the Wikipedia Чăваш article Ахаль куккук, which is released under the Creative Commons Attribution-ShareAlike 3.0 license ("CC BY-SA 3.0"); additional terms may apply (view authors). Урăххине кăтартман пулсан ку материал CC BY-SA 4.0 лицензипе килĕшӳллĕн сарăлать. Images, videos and audio are available under their respective licenses.
®Wikipedia is a registered trademark of the Wiki Foundation, Inc. Wiki Чăваш (DUHOCTRUNGQUOC.VN) is an independent company and has no affiliation with Wiki Foundation.